
Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Пӑрачкав районӗнче ирттересси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть ку ыйтӑва канашлура сӳтсе явнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Пӑрачкав районӗнчи 2016 ҫулти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Элтепер канашлура лайӑх хыпар пӗлтернӗ. Пӑрачкав районне Республика кунӗ умӗн 100 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа республика бюджетӗнчен пулӗ.
Ку укҫапа района хӑтлӑлатӗҫ, ҫӗнӗ объектсене хута ярӗҫ, уяв мероприятийӗсене ирттерме хатӗрленӗҫ.

ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе районта ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Ку ыйтӑва ҫуллаччен татса памалла.
Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура ҫӗкленӗ. ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов тӗп тумалли ҫӳп-ҫап куписем пирки доклад вуланӑ.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче, Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Вӗсем экологи тата санитарипе эпидемиологи требованийӗсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ.
Район пуҫлӑхӗсем ҫӳп-ҫап куписене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме шантарнӑ.

Чӑваш режиссерӗн Владимир Синяевӑн ҫӗнӗ фильмӗ экран ҫине тухнӑ. «Лесом» кинокартинӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӳкерме тытӑннӑ.
Режиссер фильмӑн ытларах пайне Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ӳкернӗ. Мӗн пирки ку кинокартина? Шадриха вӑрманне тӗрлӗ кӑмӑллӑ ҫынсем лекеҫҫӗ. Вӗсем унта Емельян Пугачевӑн туприне шыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсемпе интереслӗ япаласем пулса иртеҫҫӗ. Юлашкинчен кашниех хӑйӗн валли тупра тупать, анчах хаклӑраххине.
Фильмра ертсе пыракан «Ҫӗнтерӳ» халӑх театрӗн актерӗсем Лидия Петрова, Виктория Козлова, Павел Родионов, Дарья Кури, Иван Ерин, Сергей Паршин, Никита Осипов ӳкерӗннӗ. Эпизодсенче Шупашкарти 1-мӗш тата 23-мӗш шкул ачисене, «Ирӗклӗх» хастарӗсене, Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисен, Пӑрачкав ялӗн ҫыннисене курма пулать.
Фильма ку уйӑхри Чӑваш Енри тата ытти регионти кинотеатрсенче кӑтартӗҫ.

Чӑваш Енре Ҫамрӑк моряксен XIV пуххи иртнӗ. Унта шкул ачисен 39 команди пуҫтарӑннӑ. Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Елчӗк районӗсенчен 100 ытла ҫамрӑк армеец пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аслӑ тата кӗҫӗн ушкӑнсене пайланса малти вырӑнсене йышӑнассишӗн ӑмӑртнӑ. Хамӑр тӑрӑхри маттур ачасемпе пӗрлех Чикмери (Мари Эл) «Паллада» парус клубӗн пайташӗсем те хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва ДОСААФӑн Шупашкарти пӗрлешӗвӗ тата ЧР Вӗренӳ министерствин «ЮНИТЭКС» центрӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш вырӑна аслӑраххисенчен Шупашкарти 37-мӗш шкулти ачасем тухнӑ, иккӗмӗшне — республикӑн тӗп хулинчи 6-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшне — хулари 3-мӗш тата Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗртисем. Кӗҫӗннисенчен мӑн сӗнтӗрсем мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 37-мӗш шкултисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри ачасем.
| КӐР | 27 |

Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре карантин пулмӗ. Ӑна пӑрахӑҫланӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Карантина официаллӑ майпа пӑрахӑҫланӑ пулсан та утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен сыснасене тата унӑн ашне республика тулашне илсе тухма, пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонӑсенче сысна сутма, ку зонӑсенчен ҫак выльӑха туянма юрамасть.
Аса илтерер: пӗрремӗш зонӑна Йӗпреҫ районӗнчи Березовка, Калиновка, Ҫӗнӗ пурнӑҫ, XI лет Чувашии ялсем, Пӑрачкав районӗ лекнӗ.
Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ.
Палӑртмалла: карантина пӗлтӗрхи раштавӑн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ун чухне вӑрманта хир сыснисен виллисене тупнӑ. Вӗсем Африка мурӗнчен вилни паллӑ.

Кӑҫал республикӑна шкул ачисене илсе ҫӳремелли 16 ҫӗнӗ автобус килнӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ — 32,4 миллион тенкӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсене 17 ҫын вырнаҫакан — 7 автобус, 23 ҫын кӗрекен — 5 автобус, 20 ҫын лармалӑх 4 автобус парӗҫ. Вӗсем 2007 ҫулта кӑларнӑ транспорта улӑштарӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ маршрут уҫӗҫ.
Автобуссене Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсене, Ҫӗмӗрле хулине парӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене пӑхмасӑрах Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче тӗрлӗ район пуҫлӑхӗпе курса калаҫнӑ.
Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, сӑмахран, Михаил Игнатьева тата правительствӑна ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунишӗн тав тунӑ. Муниципалитет ертӳҫине Михаил Игнатьев пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑма хушнӑ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин фермӑсемпе пахча-ҫимӗҫ хранилищисем тӑвассипе кӑҫал малалла тимлеме шантарнӑ. Района ертӳҫи Урмаелте шкул ҫулне ҫитменнисем валли хушма вырӑн кирлине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев шӑпӑрлансем валли ялти шкулта уйрӑм уҫма килӗшнӗ.
Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова Михаил Игнатьев муниципалитета инвестици илсе килессипе ҫине тӑма сӗннӗ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Евгений Лебедевпа та социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.

Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗрхи культурӑсем хӗл аван каҫаҫҫӗ. Юр республикӑра пӗр пек тан выртать. Унӑн хулӑнӑшӗ 15 сантиметртан пуҫласа 45 сантиметра ҫитет, вӑтамран 27 сантиметрпа танлашать. Калча тӗмленнӗ вырӑнта сывлӑш температури — 2 градус сивӗ. Кӑнтӑр енчи районсенче (тӗслӗхрен, Пӑрачкавра) вӑл 5 градуса ҫывӑх. Ҫӗр 23 сантиметртан пуҫласа 26 сантиметр таран шӑннӑ.
Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри филиалӗнчи специалистсем асӑрханӑ тӑрӑх, тутлӑхлӑ япаласене калча ытлашши илмест, ҫавӑнпа кӗрхисене хӗл каҫма лайӑх. Агрономсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсен 1,5 проценчӗ ҫеҫ пӗтнӗ. Ку вӑл — вӑтамран. Ытти ҫулсенче ҫак цифра 7–8 процент таран пулнӑ.

Кӑҫалхи вунпӗр уйӑхра пирӗ республикӑра ҫемье ҫавӑрас шухӑшлисем пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 22,7 процент сахалланнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ вара чакман — 2,3 процент нумайланнӑ.
Туй кӗрлеттерекенсем сахалланнӑран-ши, ача ҫуратакансем те йышлӑ мар: ҫемьене ҫӗн кайӑк килесси кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 3,4 процент чакнӑ. 11 уйӑхра 15169 пепке ҫуралнӑ. Ку шутран 37,1% — ҫемьери пӗрремӗш ача, 45,2% – иккӗмӗш, 13,4% – виҫҫӗмӗш.
Маларах ялта ытларах ҫурататчӗҫ пулсан, халӗ апла мар: 10147 ача хулара ҫуралнӑ, ыттисем — ялта. Ача йышлӑ ҫуратакансем Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче, Канаш хулинче тата Патӑрьел районӗнче. Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав районӗсенче йыш хушма васкамаҫҫӗ.

Кӑҫал шартлама сивӗ пуҫланнӑранпа урамра ултӑ ҫын шӑнса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче икӗ ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пишенкассинче 68 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Пӑрачкав районӗнчи Долгая Поляна поселокра вара 40 ҫулти арҫын юханшыв пӑрӗ ҫинче шӑнса вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: икӗ арҫын та пӗччен пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шӑнса вилнӗ. Вӗсем, ахӑртнех, ӳсӗр пулнӑ.
